Хĕлле пулĕ-ши?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.12.2025, 15:55 Просмотров: 144

Декабрĕн пĕрремĕш вунăкунлăхĕнче климат нормăран 6 градус ăшăрах пулмалла, тесе çырать «Погода в Чувашии» портал Гидрометцентр расчечĕсене тĕпе хурса.

Раççейĕн Анăç территорийĕнчи çанталăка халĕ антициклон тытса тăрать. Пысăк пусăмлă вырăн ăшă сывлăшпа тулнă, çавна май тÿпере инверсиллĕ пĕлĕтлĕх йĕркеленет, ăна пула вăхăт-вăхăтпа вĕтĕ çумăр пĕрĕхет. Эрне вĕçĕнче антициклона сивĕ сывлăш витерĕ. Йĕпе юр хура çĕре Чăваш енре декабрĕн 8-мĕшĕччен хуплама пултарать. Пысăках мар юр сийĕ, ахăртнех, ирĕлмелле мар, мĕншĕн тесен çак кунсенчех сывлăшри вăтам температура ноль градусран аяларах пулĕ. Çитес эрнере çанталăк типĕ тăрĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх, декабрĕн иккĕмĕш декадин пуçламăшĕнче тата ытларах юр ÿкмелле. Ун хыççăн вара сивĕсем килсе çитĕç. Хĕл Мучи те пит-куçран чĕпĕтме пуçлĕ-ха.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика