Мĕнле тĕрĕс сипленмелле?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.12.2025, 15:55 Просмотров: 110

Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, Раççейри кашни виççĕмĕш çын хăй тĕллĕн сипленме юратать. Чылайăшĕ ыратнине туйсан та тухтăр патне кайма васкамасть. Ун пек çынсем пирĕн хушăра сахал мар.

Вĕсем хăйсене хăйсем диагноз лартаççĕ, интернетри сĕнÿсемпе усă кураççĕ. Сенкер экранпа чылай препарата рекламăлани те эмел таврашне туянма илĕртет.

Социологи тĕпчевĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, ыйтăма хутшăннисенчен 56 проценчĕ тухтăр патĕнче пулмасăрах антибиотиксемпе сипленнине пĕлтернĕ. Хăшпĕрисем тата эмеле профилактика тĕллевĕпе те усă кураççĕ. Антибиотиксем мĕнпур чиртен пулăшать тесе шутлаççĕ. Тухтăр сĕнĕвĕсемсĕрех темиçе эмеле те ăша яраççĕ. Анчах та капла организма хытах сиен кÿме те пулать-çке.

Пациента вăл-ку антибиотик кирлĕ е кирлĕ маррине врач кăна татăклăн хуравлама пултарать. «Пĕрне сиплетпĕр, теприне сиенлетпĕр» тенине асра тытмалла.

Эмел препарачĕсене рекламăланине критика тĕлĕшĕнчен пăхмалла. Тĕлĕнмелле сиплеве шантаракан телекăларăмсен час-часах пациентсен сывлăхĕшĕн тăрăшасси мар, коммерци тĕллевĕсене пурнăçласси.

Сывлăхлă пулас тесен тухтăрпа канашламаллах.

Елена ЕГОРОВА,

республикăри центрăн врач-методисчĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика