Ĕнер Ырă ĕç тăвакансен кунне паллă турĕç
Волонтер юхăмĕ тĕрлĕ тапхăрта тĕрлĕ тĕллеве пурнăçланă: чухăнсене, уйрăм çынсен пурнăçĕнчи ыйтусене татса пама пулăшасси тата ытти те. Каярах, 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче, Раççейре «доброволец» ăнлану патриотизмпа тачă çыхăннă: çынсем фронта хăйсен ирĕкĕпе тухса кайнипе. Совет тапхăрĕнче ку юхăм вăйланнă: çамрăксем çе-рем çĕрсене пăснă, БАМ тунă та-та ытти масштаблă ĕçе хастар хутшăннă. Кунашкал çынсене тĕрĕслĕхе шанни, Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕç тата çĕршыв шăпи-шĕн пăшăрханни пĕрлештернĕ.
Паян та волонтерсем обществăн уйрăлми пайĕ пулса тăраççĕ. Чылай çĕрте - çăлавра, шыравра, хÿтлĕхре... - курма пулать вĕсене.
Анчах волонтер тесен куç умне паянхи кун чи малтанах ятарлă çар операцине пулăшакансем тухса тăраççĕ. Вăрнарсем çак йывăр тапхăтра «ZOV Вурнары» ушкăн тавра пĕрлешсе хамăр ентешсене пĕтĕм чунтан пулăшаççĕ. Çак тапхăрта округра пурăнакансем ку пĕрлешÿ урлă кăна 15 миллион ытла тенкĕлĕх пулăшу кÿнĕ. Вăл шутра çар заданисене пурнăçлас ĕçе çăмăллатма 37 автомашина ăсатнă.
Вăрнарсем укçа-тенкĕ, апат-çимĕç, тумтир, ытти япаласем пухассипе, окоп çуртисем хатĕрлессипе пĕрлех маскировка сеткисем çыхас ĕçе те активлă кÿлĕнчĕç. Паянхи куна округра вунтăватă çĕрте ку енĕпе центрсем ĕçлеççĕ. Пĕтĕмпе вара волонтерсем декабрь пуçламăшĕ тĕлне 2400 хÿтĕлев хатĕрĕ хатĕрлесе салтаксем патне ăсатнă.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Декабрь 2025 |
