Çирĕп кăмăллă, чунпа вăйлă, пултаруллă...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.12.2025, 15:58 Просмотров: 94

Сывлăх тĕлĕшĕнчен имшертереххисен, тĕрлĕ сăлтава пула инвалида тухнисен пурнăçĕ çăмăл мар. Анчах та тепĕр чухне хăйсен пултарулăхĕпе, хастарлăхĕпе тата чăтăмлăхĕпе хевтеллисенчен те ирттереççĕ. Чир-чĕр умĕнче пуçа усмаççĕ. Паллах, вĕсене тимлĕх кирлех. Патшалăх, общество енчен тĕрев пани сывлăх енчен хавшакрах çынсене хавхалану кÿрет. Раштавăн 3-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне çулленех паллă тăваççĕ.

Поселокри культура çуртĕнче чунпа вăйлисене халалласа пысăк мероприяти йĕркелерĕç. Сумлă хăнасем те килсе çитрĕç. Эпир тĕрлĕрен, анчах та пĕрле тени тĕрĕсех. Пĕр шухăшлисем пуçтарăнсан кирек мĕнле йывăрлăха парăнтарма, тĕллевсене ĕçе кĕртме пулать.

Сусăрсем чăн-чăн ал маçтăрĕсем пулнине палăртмалла. Культура керменĕнче уçăлнă куравра тĕрленĕ-эрешленĕ, ăсталанă капăр япаласене тÿрех асăрхатăн. Вăрнар тăрăхĕнчи маçтăрсен ĕçĕсем те куракансене илĕртрĕç. Ял хуçалăх техникумĕн хастарĕсем тăрăшнипе тăмран тĕрлĕ изделисем хатĕрлессипе мастер-класс та тухăçлă ĕçлерĕ. Мероприятие килнĕ кашни çыннах ăстаçăсем вĕрентни кăсăклантарчĕ.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика