2026 - Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.12.2025, 15:59 Просмотров: 180

Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев 2026 çула Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ.

Кĕçнерникун вăл кун пирки указа алă пусса çирĕплетнĕ. Республикăра пурăнакансенчен чылайăшĕ çак вариантшăн хăйсен сассине панă.

Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ йĕркипе масштаблă культура, вĕрентÿ тата спорт мероприятийĕсене ирттерме палăртаççĕ. Вĕсем республикăра пурăнакан халăхсен йăли-йĕркисемпе, чĕлхисемпе тата культурипе тĕплĕнрех паллаштарма пулăшĕç. Инициативăсене пурнăçлама республика Пуçлăхĕ Министрсен Кабинетне ятарлă комитет йĕркелеме тата тĕп мероприятисен планне хатĕрлеме хушнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика