Кашни ыйту - тимлĕхре

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.12.2025, 16:00 Просмотров: 19

«Единая Россия» партин çуралнă кунне халалласа Граждансене йышăнмалли декада ирттересси ырă йăлара. Кăçал та декабрĕн 1-10-мĕшĕсенче унта мĕнпур шайри депутатсем, сенаторсем, парти проекчĕсен регионти координаторĕсем хастар хутшăнаççĕ. Çакă - çынсен шухăшĕ-кăмăлĕсене, пăшăрханăвĕсене тÿреммĕн пĕлмелли, вĕсене пулăшма майсем шырамалли тепĕр эффективлă мел.

Декада йĕркипе кĕçнерникун Вăрнар округĕн администрацийĕнче те тĕлпулу иртрĕ. Хăйсен ыйтăвĕсене, сĕнĕвĕ-пуçарăвĕсене çынсем Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене Владимир Свешниковпа Роман Алексеева пĕлтерме пултарчĕç. Йышăнăва хутшăннисенчен чылайăшĕ хăйсен кăна мар, пĕр ял çыннисен, пĕр çуртра пурăнакансен, ентешĕсен çивĕч проблемисемпе килнĕ. Ыйтăвĕсем вара кашнин тĕрлĕрен: ял сăн-сăпатне, пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе, пуçаруллă проектсене ĕçе кĕртессипе тата ыттипе çыхăннă.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика