Вăрнарсем те тÿпе хывнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.12.2025, 16:05 Просмотров: 12

Вăрман хуçалăхĕсен ĕçĕсенче чи пĕлтерĕшлĕ задачăсенчен пĕри - вăрмансене çĕнетессине пахалăхлă йĕркелесе пырасси.

Çакăн пек тĕллевпе мĕнпур мероприятисем республикăра «Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕн «Вăрмансене упрасси» федераллă проекчĕ йĕркипе пурнăçланаççĕ.

Кăçал, акă, вăрмансене çĕнĕрен ĕрчетес ĕçсене 1200 ытла гектар çинче ирттернĕ, ку лаптăк пĕлтĕрхинчен 10 процент пысăкрах. Тепĕр кăтарту та савăнтарать: юлашки ултă çулта вăрмансене каснинчен нумайрах лартса-ÿстерсе пынă. Çакă лару-тăру лайăхланнине тата эффективлă ĕçленине çирĕплетет. 2024 çулта ку кăтарту 146 процент пулнă.

Вăрмансене ĕрчетес ĕçре вăрăсем хатĕрлесси пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Вĕсем пахалăхлă та «сывă» пулсан хунавсем хăвăрт вăй илсе капмар йывăçсем пулса ÿсеççĕ.

Республикăра лартмалли материала çитĕнтерессипе 11 питомник тимлет. Ултă çулта вĕсене пĕтĕмĕшле 35 миллион ытла ÿстернĕ. Ку ĕçе Вăрнарти вăрман хуçалăхĕ те курăмлă тÿпе хывнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика