Пахалăхлă çыхăнупа тивĕçтерет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.12.2025, 16:06 Просмотров: 13

Кăçалхи çулла уçăлнă «Пехет» агромаркета республика çыннисем кăна мар, Мускавран, Хусантан, Чулхуларан та хăнасем килсе çÿреççĕ. Кунта вĕсене илĕртмелли тем чухлех.

Хальхи гастрономи лапамĕнче чăваш аграрийĕсен тĕрлĕ продукцине тупма пулать: фермер продукчĕсене, пахчаçимĕçпе улма-çырла, аш тата сĕт деликатесĕсене тата ыттине.

Агромаркет суту-илÿ площадки кăна мар, вăл - хула çыннисене те, туристсене те йышлă пуçтаракан вырăн. Хăнасене те, предпринимательсене те шанчăклă интернет кирлĕ. Çавăнпах ĕнтĕ кунта çыхăну пахалăхне çÿллĕ шая çитерессине тимлĕхе илнĕ. Халĕ вара бизнес кирек хăçан та чăрмавсăр ĕçлеме пултарать - агромаркета пысăк хăвăртлăхлă мобильлĕ çыхăнупа тивĕçтернĕ.

Кунти оборудование модернизациленĕ пирки сигнал çуртра мĕнпур вырăна пахалăхлă çитет. Халĕ «Пехет» агромаркет вырнаçнă суту-илÿ центрĕн сотрудникĕсем те, килсе çÿрекенсем те çăмăллăнах банк приложенийĕсемпе усă курма, мессенджерсенче хутшăнма, соцсетьсенчи лентăсене пăхма е суту-илÿ залĕнченех такси чĕнме пултараççĕ.

Ирина ПЕТРОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика