Республикăра - 1-мĕш!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.12.2025, 16:06 Просмотров: 11

Спорт - сывлăхпа çирĕплĕх çăлкуçĕ. Кулленех хусканура, активлă пулни вăй-хал хушса тăрать, çынна хăйне çĕкленÿллĕ туйма май парать, пурнăç хавалне те ÿстерет. Çавăнпах ĕнтĕ ĕçре те хастарлăх пысăк, кăткăс тивĕçсене пурнăçлама та çăмăлрах.

Çакна Вăрнар район прокурорĕ Сергей Парамонов та хăйĕн тĕслĕхĕпе çирĕплетет. Унăн пурнăçĕнче спорт пысăк вырăн йышăнать. Ÿт-пĕве тĕреклетес тĕлĕшпе кăна мар, ăмăрту залĕсенче те вăл çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать.

Иртнĕ эрнере те, акă, район прокурорĕн черетлĕ çĕнте-рĕвĕшĕн савăнмалăх сăлтав пулчĕ. Ырă хыпар Чăваш Республикин первенствинчен çитрĕ. Сергей Парамонов ытти чи вăйлă спортсменсемпе пĕрле кире пуканĕ йăтассипе ăмăртăва хутшăннă. Хутшăнни кăна мар, хăйĕн йывăрăш категорийĕнче чи лайăх результат кăтартнă. Çапла майпа вăл республика турнирĕн пьедесталĕн пĕрремĕш картлашки çине хăпарма тивĕçнĕ. Саламлатпăр сумлă çĕнтерÿпе!

Каламалла, Сергей Парамонов - сывă пурнăç йĕркине чи хастар пропагандăлакансенчен пĕри. Ыттисене те вăл хăйĕн тĕслĕхĕпе хавхалантарса спортпа туслашма хистет. Çав шутра - хăйĕн ĕçтешĕсене те. Саккунлăх асăрхавĕнчи кăткăс служба вăхăт та, тимлĕх те чылай ыйтать пулин те, йывăр атлетикăри ăсталăхне туптаса тăма яланах тăрăшать вăл. Малашнехи тĕрлĕ шайри ăмăртусенче те ăнăçу тата çĕнтерÿсем сунатпăр.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика