Коррупци - служба
вырăнĕпе, полномочийĕсемпе иртĕхсе усă курни, взятка илни е пани, коммерци подкупĕ е харпăр хăй валли услам ?укçа, хаклă япаласем, тĕрлĕрен пурлăх% илес тĕллевпе обществăпа патшалăхăн саккунлă интересĕсене хирĕçле ытти киревсĕр ĕç туни. Халăх чĕлхипе ансатрах каласан, коррупци вăл - службăра е пĕр-пĕр ĕçре тăраканăн йĕркелĕх, тÿрĕлĕх тата чыслăх çукки.
Мĕншĕн çивĕч ыйту пире кашнине пырса тивет/
Пĕтĕм тĕнчери банк хаклавĕпе, çулсеренех тĕнчере пĕр триллион доллар енне йĕркесĕр-перекетсĕр тăкакланать.
Коррупцие пула çĕршывăн пуянлăхĕ сахалланать тата халăхăн пурнăç шайĕ чакать.
Ку киревсĕр пулăмпа тÿреммĕн тĕл пулмасан та, коррупци пурпĕрех кашнинех витĕм кÿрет:
- бизнеса чăрмав тăвать - коррупциллĕ тытăмра вăл ăнăçлă аталанаймасть, апла-тăк çĕршыв экономики те калăпăшлă тăкак курать*
- укçа тата çыхăнусем пур çынсем саккунсене тата патшалăх органĕсен йышăнăвĕсене хăйсен интересĕсене кура улăштарма пултарччăр тесе условисем тăвать*
- çынсем правительствăна шаннине чакарать.
Пĕлтерĕшлĕ!
Тĕпчевсем кăтартнă тăрăх, çĕршывсем коррупцие хирĕç кĕрешессипе витĕмлĕ тимлеççĕ-тĕк, патшалăх тупăшĕсем малашлăхра тăватă хутчен ÿсеççĕ!
Коррупци чаксан бизнес виçĕ процент хăвăртрах аталанма пултарать.
Коррупци сарăлнин
тĕп сăлтавĕсем:
Сиенлĕ пулăмсене сивлес тĕлĕшпе общественноç чăтăмлă, тимсĕр пулни, ыйту çивĕчлĕхне ăнланманни.
Граждансен право яваплăхĕ айванрах пулни, коррупци пулăмĕсене хирĕç тăма, çав шутра - йĕрке хуралĕн органĕсене пĕлтерме те, психологи енчен хатĕр марри.
Тунă преступленишĕн пурпĕрех явап çитеймест тесе йăнăш шухăшлани.
Гражданин хăйĕн прависене, çавăн пекех чиновникăн е коммерци ?ытти% организацисенче управлени ĕçĕсене пурнăçлакан çыннăн прависемпе тивĕçĕсене пĕлменни.
Должноçри çынсем хăйсене мĕнле тытни ертÿлĕх енчен тивĕçлĕ тĕрĕслевре пулманни.
Пĕлетĕр-и эсир/
Кирек мĕнле взятка та уголовлă явап патне илсе çитерет! Вăл пĕчĕк е пысăк виçепе пулни пĕлтерĕшлĕ мар. Взятка шутне укçа кăна мар, пурлăх ?хаклă хутсем, хаклă металсемпе чулсенчен ăсталанă япаласем, апат-çимĕç продукчĕсем, куçман пурлăх, ыттисем%, тĕрлĕрен тивĕçтерÿсем кĕме пултараççĕ.
Коррупципе тĕл пултăр-тăк,
ăçта пĕлтермелле/
шалти ĕçсен органĕсене*
прокуратура органĕсене*
Следстви комитечĕн регионти Следстви управленине*
хăрушсăрлăх органĕсене.
Декабрь 2025 |
