Ятарлă çар операцийĕнче паттăрлăх кăтартнисенчен пĕри - Вăрнарта 1999 çулта çуралнă Михаил Самаров.
Вăл поселокри 2-мĕш вăтам шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă хыççăн Новосибирскри аслă çар команда училищинче ятарлă пĕлÿ илнĕ. Ăна 2021 çулта Наро-Фоминск хулинчи 13-мĕш танк полкĕн разведка взвочĕн командирĕ пулма шаннă. Çамрăк лейтенант çапăçăва ятарлă çар операцийĕн пĕрремĕш кунĕсенче кĕнĕ. Вĕренсе тухнăранпа çулталăк иртсен вăл - аслă лейтенант, 2024 çулхи кăрлач уйăхĕнчен - капитан.
2022 çулхи пуш уйăхĕнче М.Самаров ертсе кайнă колонна засадăна лекнĕ. Пулемет вырнаçтарнă машининчен вăл вут-çулăм пĕрĕхтерсе бандеровецсен темиçе точкине пăчлантарнă. Каярахпа колоннăна «хуранран» тухма хушнă, хамăрăннисем патне ăна çухатусăр илсе çитернĕ. Михаил Валерьевич Луганск Халăх Республикинче тăшманпа çапăçса 2024 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче пуç хунă, ăна Вăрнар масарĕнче пытарнă.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Максим КАПИРОВ
Декабрь 2025 |
