Вăрнар волонтерĕсем - чăн-чăн хастарсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.12.2025, 16:08 Просмотров: 136

Раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче Вăрнар округĕнче те Волонтерсен кунне анлăн уявларĕç. Ырă ĕç тăвакансем республикăра 100 пине яхăн.

Уявра вĕсене ырми-канми тăрăшнăшăн, ырă кăмăлшăн, тараватлăхшăн тата пурне те пулăшма хатĕрришĕн тав тума питĕ лайăх самант пулчĕ.

Вăрнар округĕн волонтерĕсем - чăн-чăн хастарсем. Ырă ĕç валли вĕсем яланах пушă вăхăт тупаççĕ.

«Таврари çынсене хăвăр тĕслĕхпе хавхалантаратăр, пĕр-пĕриншĕн тăрăшни мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулнине кăтартатăр. Сирĕн кашни кун ырлăхпа, савăнăçпа тултăр, вăй-халăр, хастарлăхăр нихăçан та ан иксĕлтĕр...» - Вăрнарти культура керменĕн сцени çинчен юхрĕç те юхрĕç ăшă сăмахсем.

Ырă чунлисене Волонтерсен кунĕпе культура пайĕн пуçлăхĕ Сергей Ермошкин, Кристина Ефимова советник, Вăрнар тĕп больницин тĕп врачĕ Сергей Илюткин саламларĕç.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика