Çĕр вырăнне - укçа-тенкĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.12.2025, 16:09 Просмотров: 10

Октябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикинче ятарлă çар операцийĕн участникĕсене е вĕсен çемье членĕсене çĕр участокĕсем вырăнне 250 пин тенкĕлĕх сертификат памалли çинчен саккуна йышăннăччĕ.

Правительствăн председателĕ Сергей Артамонов укçа-тенкĕпе тивĕçтермелли йĕркене çирĕплетекен постановление алă пуснă. Тĕп услови - çĕр участокне илме учетра тăмалла тата республикăра регистраци пулмалла. Тÿлев - тĕллевлĕ. Укçа-тенкĕпе пурăнмалли çурт-йĕр туянма е хăпартма, çĕр участокĕ илме тата ипотека тÿлеме юрать. Чарусем те пур. Çывăх тăвансенчен тата пурăнма юрăхсăр çурт-йĕре туянма юрамасть.

250 пин тенкĕлĕх сертификата илме заявление вырăнти администрацине тăратмалла. Майлă хурава илнĕ хыççăн 6 уйăхра тивĕçтерекен çурт-йĕр тупмалла тата кирлĕ документсене пуçтармалла. Вĕсене Социаллă пулăшу мерисене кÿрекен центра çитерсе памалла. Укçа-тенке тÿреммĕнех застройщике, сутуçăна е банка куçарса параççĕ.

2026 çул валли ятарлă çар операцине хутшăнакансене 250 пин тенкĕпе тивĕçтерме республика бюджетĕнче 60,8 миллион тенкĕ пăхса хунă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика