Аслă ÿсĕмрисене пулăшаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.12.2025, 16:09 Просмотров: 127

Аслăрах çулхисене ĕç шыравĕнче çамрăксемпе конкурентлă пулма çăмăлах мар. Нумай чухне ку ÿсĕмрисемшĕн, сăмахран, тивĕçлĕ канăва тухиччен темиçе çул юлнисемшĕн, пĕр-пĕр ĕçе вырнаçасси чăрмавлă.

Çавăнпа та Вăрнарти кадр центрĕнче пенси çитмелли вăхăтри граждансемпе уйрăммăн тимлеççĕ. Карьера консультанчĕсем вĕсене паянхи ĕç рынокĕн ыйтăвĕсене тивĕçтерме, резюмесем çырма, собеседованисене хатĕрленме тата ытти енĕпе пулăшаççĕ.

Кашни клиент валли консультантсем пулăшăвăн адреслă мерисене суйлаççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа, акă, Вăрнарти кадр центрне ĕç шыраса аслă ÿсĕмрисем 29-ăн килнĕ: 6 пенсионер тата тивĕçлĕ канăва тухиччен нумай юлман 23 çын. Центр пулăшнипе вĕсенчен пенсионерсем пурте тата пенси умĕнхисем 15-шĕ ĕç тупма пултарнă.

Аса илтеретпĕр, ку центрсен ĕç-хĕлĕ «Кадрсем» наци проекчĕпе пурнăçланать.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика