Чăваш Республикин Обществăлла палатин пĕтĕмле-тÿллĕ ларăвĕ хальхинче те тухăçлă иртрĕ. Унта кăçалхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, гражданла общество аталанăвĕн малашнехи планĕсене палăртрĕç.
Общественниксен ĕçĕ курăмлă. Кăçал вĕсен пуçарăвĕпе республикăра вуникĕ проект пурнăçа кĕнĕ. Вăл шутра - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсен ячĕпе пуçарнă «208000» проект та. Ун пурнăçланăвне вăрнарсем те тÿпе хыврĕç, Кÿлхĕрри кÿлли çыранĕнче вăрçа хутшăннисен ячĕпе хыр тĕммисем лартрĕç. Мероприятие Вăрнар округĕн муниципаллă палатин членĕсем те активлă хутшăнчĕç.
Çавăн пекех «Çĕнтерÿрен Çĕнтерÿ патне» проект та патриотизмпа тулăх пулчĕ. Вăл асăну вырăнĕсене йĕркене кĕртме, паян пурăнакан вăрçă участникĕсене ытларах тимлĕх уйăрма, паянхи паттăрсене те хÿтлĕхе илме май пачĕ. Пирĕн ентешĕн, Чăваш Республикин Обществăлла палата членĕн Станислав Афанасьевăн «Астăвăм аллейи» проектне пысăк хак пачĕç. Ларура вăл Тав хутне тивĕçрĕ.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Декабрь 2025 |
