Сывлăха упра!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.12.2025, 09:06 Просмотров: 11

Раштавăн 8-мĕшĕнчен пуçласа 14-мĕшĕччен Вăрнар тĕп больницинче никотинлă продуктсемпе усă курассине хирĕç профилактика эрни иртет.

Çĕршывра пирус туртакансен шучĕ чакать пулин те вейпсене, электронлă сигаретсене тата никотинлă ытти хатĕрсене çăвара хыпакансен йышĕ ÿссех пырать.

Электронлă сигаретсемпе вейпсем те ахаль пируссем пекех хăрушă пулнине ăнланмалла. Вĕсем рак, чĕре тата ÿпке чирĕсене пуçараççĕ, çавăн пекех никотин витĕмне ÿстереççĕ. Унсăр пуçне гепатитпа тата туберкулезпа чирлес хăрушлăха ÿстереççĕ.

Диацетил хушнă техĕмлĕхсенчен асăрханмалла – ÿпке чирĕсем патне илсе çитерме пултараççĕ. Вейп валли хатĕрленĕ шĕвексем ăшăтсан хăрушă япаласем – акролеин тата формальдегид - кăлараççĕ, сывлав системипе пуç мимине япăх витĕм кÿреççĕ.

Вăрнар больницин тухтăрĕсем сывлăхшăн, ырлăхшăн тăрăшакансене никотинран пăрăнма чĕнеççĕ.

Хăвăра тата çывăх çыннăрсене сыхлăр! Усал йăласемсĕр пурнăç телейлĕрех пулĕ.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика