Çывăх çынсене улталама ан парăр!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.12.2025, 09:06 Просмотров: 13

Мушенниксем çынсен туйăмĕсемпе пĕр шелсĕр выляççĕ: хăратма та, шанăçа кĕме те пĕлеççĕ. Этем, хăй ăнланмасăрах, преступниксен чĕнĕвĕпе

каять, вĕсем хушнине пĕр шухăшламасăр пурнăçлать. Апла-тăк, çывăх çын шулĕксен серепине çакланма пултарнине вăхăтра мĕнле пĕлмелле-ха/ Психологи витĕмне кĕрсе ÿкнĕ çынна вăл хăйне мĕнле тытнинчен пĕлме пулать. Кун пек чухне çак паллăсене уйрăмах шута илмелле.

Çыннăн тыткаларăшĕ тата калаçăвĕ улшăнни

Вăл сирĕн шăнкăравсем çине хуравламасть е чылай вăхăт иртсен кăна çыхăнать. Час-часах сăлтавне ăнлантармасăр телефона сасăсăр режим çине куçарать.

Тĕлпулусене е тата çырăннă пулсан та врач йышăнăвне килмест, киле вăхăтра таврăнмасть, палăртнă ĕçсем çинчен манса каять.

Пĕчченрех пулма, телефонпа урăх пÿлĕмре е урамра калаçма тăрăшать.

Кам та пулин çывăха пырсан хăвăртрах телефон е компьютер экранне хуплать.

Кĕтмен çĕртен çĕнĕ смартфон е SIM-карта туянать.

Çывăх çынсене шанмасть, вĕчĕрхенет е вуçех хирĕçле - пусăрăнчăк, пăлхануллă.

Нимĕн те ăнлантармасăр-каламасăр таксипе ларса каять е инçе çула тухать. Е тата курьера кĕтме пултарать.

«Сирĕн ĕç мар, хамах майлаштаратăп», «Халь ăнлантарма пултараймастăп, кайран пĕтĕмпех каласа паратăп», «Кама та пулин пĕлтерсен япăхрах пулать», «Манăн счета блокировка лартнă, укçана хăвăртрах куçармалла» - çакăн евĕр сăмахсем те тăванĕсене сисчĕвлентерме кирлĕ.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика