1941 çулхи декабрĕн 6-мĕ-шĕ. Мускав çывăхĕнче 324-мĕш стрелковăй диви-зи пĕрремĕш хут фронтра контрнаступлени пуçланă. Декабрĕн 8-мĕшĕ тĕлне вара Михайлово хулине нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнă.
1941 çулхи сентябрь уйăхĕнче Чăваш Республикинче 324-мĕш стрелковăй дивизи йĕркеленме пуçланă. Унăн штабĕ Шупашкар хулинче вырнаçнă. Дивизине кĕрекен артиллеристсен 887-мĕш полкĕ Вăрнар поселокĕнче ?зооветтехникум территорийĕнче% йĕркеленнĕ. Стрелоксен тепĕр виçĕ полкĕ Шупашкар, Канаш тата Çĕрпÿ хулисенче тĕпленнĕ. Каласа хăвармалла, дивизи ретĕнчи кашни 4-мĕш салтак чăваш пулнă. Çавăнпа та ĕнтĕ Чăваш Республики дивизине шефствăна илнĕ, мĕнпур майпа пулăшма тăрăшнă.
324-мĕш дивизи 1941 çулхи декабрь уйăхĕнчен пуçласа тăшмана Мускав патĕнчен хаяр çапăçусемпе Хĕвеланăç еннелле хăваланă. 1942-1943 çулсенче Калуга, Орлов, Курск, Брянск облаçĕсене ирĕке кăларнă.
1944 çулта «Багратион» операцине хутшăнса Беларуç тата Прибалтика çĕрĕсене ирĕке кăларнă. 1945 çулта Çĕнтерÿ кунне Кенингсберг хули çывăхĕнче кĕтсе илнĕ. Вăрнарта йĕркеленнĕ 887-мĕш артполка Осовец хула-крепоçе ?Польша% ирĕке кăларнă чух паттăрлăх кăтартнăшăн Александр Невский орденĕпе наградăланă.
324-мĕш дивизи ретĕнче çапăçнă паттăр салтаксенчен нумайăшĕ наградăсене тивĕç-нĕ. Вĕсем хушшинче пирĕн ентешсем те пур. Акă, хăшĕ-пĕрисем. «Память народа» сайтран илсе кăтартатăп.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Вячеслав АЛЕКСЕЕВ,
таврапĕлÿçĕ
Декабрь 2025 |
