Çак кĕркунне кăна пирĕншĕн, Хирпуç халăхĕшĕн, пысăк савăнăç пулчĕ: сентябрĕн 5-мĕшĕнче çĕнĕ ФАП уçăлчĕ, çамрăк тухтăр килчĕ. Юлия Зайцева пире пур енчен те килĕшрĕ: хăй ĕçне пĕлсе, тĕплĕ тăвать, вашават, кашни çынна сыватассишĕн чунтан тăрăшать. Виçĕ уйăхра ун патĕнче мĕн чухлĕ çын кирлĕ пулăшу илчĕ! Эпир ăна пирĕн патра нумай çул ĕçлеме сунтăмăр, çапла пуласса ку таранччен ĕненсе пурăнтăмăр. Паян вара вăл ĕçе пăрахать тенине илтрĕмĕр. Чăн-чăн тухтăр килессе мĕн чухлĕ кĕтнĕ-çке! Тен, Юлия Сергеевна хăйĕн шухăшне улăштарать - хамăр тăрăхрах ĕçлеме юлать. Шанатпăр.
Хирпуçсем, 47-ĕн алă пуснă
Декабрь 2025 |
