Округра савăнăçлă пулăм иртрĕ. Вăрнар поселокĕнчи «Ручеек» ача сачĕ хăйĕн 10 çулхи юбилейне савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕ.
10 çул нумай та, сахал та мар. Анчах çак тапхăрта ача сачĕн ят-сумĕ яланах çÿллĕ шайра пулнă та, пулать те. Мĕншĕн тесен кунта пултаруллă, яваплăха туйса ĕçлекен ăста ертÿçĕ Ирина Львова, хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçлакан, ачасене чун-чĕререн юратакан педагогсемпе сотрудниксем тăрăшаççĕ.
«Ручеек» ача садĕнче шкул çулне çитменнисене воспитани тата пĕлÿ пама условисем çителĕклĕ. Хăтлă музыка, физкультура залĕсем, интерактивлă класс, логопед тата психолог кабинечĕсем, çывăрмалли çутă пÿлĕмсем тата оборудованипе пуян ушкăнсем - çаксем пурте ашшĕ-амăшне хăйсен тĕпренчĕкĕсене «Ручеек» ача садне çÿретме илĕртеççĕ.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Декабрь 2025 |
