Иртнĕ эрне тата тепĕр патриотла мероприятипе асра юлчĕ. Вăл - «Кашнин чĕринче Раççей» ыркăмăллăх концерчĕ «Навигаторы детства» проектăн муниципаллă команди пуçарнипе концерт виççĕмĕш çул ĕнтĕ ятарлă çар операцине пулăшас тĕллевпе иртет. Кăçал та шкулсенчи директорсен советникĕсем ун тĕлне тĕрлĕ акцисем йĕркеленĕ. Кашни вĕрентÿ учрежденийĕ гуманитари грузне пуçтарассипе акцисем ирттернĕ. Эрнекун вĕсене пурне те районти культура çуртĕнче пĕр çĕре пухрĕç.
Концерт пуçланиччен директорсен советникĕсем пуçарнă ыркăмăллăх ярмăркки те пухăннисен чĕринче вырăн тупрĕ. Вăрнарти 1-мĕш шкул вĕренекенĕсем, ак, печенисем пĕçернĕ. 2-мĕш шкул ачисем тĕрлĕ япаласем ăсталанă. Калинино шкулĕн хастарĕсем хатĕрленĕ топпер-сувенирсем те пурне те килĕшрĕç. Вĕсене сутнă укçа-тенке ачасем йăлтах ыркăмăллăх коробкине салтаксене пулăшма ячĕç.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Декабрь 2025 |
