Чăваш енри АПК-ра ĕç укçи 15,8 процент ÿснĕ тесе пĕлтерет Ял хуçалăх министерстви. 2025 çулхи кăрлач уйăхĕнчен пуçласа авăн уйăхĕчченхи кăтарту çапларах - вăтам шалу 60,7 пин тенке çитнĕ е пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 15,8 процент пысăкрах.
Ял хуçалăхĕнче вăй хуракан ĕçченсен шалăвĕ 55,2 пин тенкĕпе танлашнă, 20,7 процент ÿснĕ. Çакă республикăри ĕç укçин пĕтĕмĕшле ÿсĕмĕнчен самай мала тухнă, вăл 13,5 процентпа танлашнă. Апат-çимĕç туса илессипе çыхăннă производствăра ĕç укçи - 65 пин тенкĕ ?2024 çулхи кăрлач-авăн уйăхĕсенчи шайăн 113,5 проценчĕ%, шĕвексем туса илес организацисенче - 66 674,4 тенкĕ ?105,5:%.
АПК-ра вăй хуракансен шалăвĕ ÿснисĕр пуçне ĕçлĕх енĕпе çирĕплĕх те палăрать.
Ял хуçалăхĕнче 8519 çын тăрăшать е пĕлтĕрхинчен 101 çын нумайрах. Апат-çимĕç тата напитоксем туса кăларас ĕçре вăй хуракансен шучĕ те 96 çын ÿснĕ.
Елена ГРИГОРЬЕВА
Декабрь 2025 |
