Çĕнĕ çула кĕтсе кашни килте тенĕ пекех чăрăш капăрлатаççĕ. Анчах вăл та - хăрушлăх çăлкуçĕ. Апла пулсан асăрханулăх мерисене пăхăнмалла.
Ăлкăна çирĕп тĕрев çине, ăшă системинчен тата электроприборсенчен аяккарах лартмалла. Вăл пÿлĕме кĕме-тухма ан чăрмантартăр, турачĕсем стенапа маччана ан лекчĕр. Хăйне е унăн никĕсне мамăкпа, çунакан ытти япалапа ан илемлетĕр.
Чăрăш çинче çуртасем, бенгаль çутисем çутма, ăна хăвăрт хыпса илекен теттесемпе капăрлатма та юрамасть.
Синтетика материалтан тунă чăрăшсем пушар тĕлĕшĕнчен хăрушă шутланаççĕ, çуннă чух сывлăхшăн сиенлĕ веществосем кăлараççĕ.
Иллюминаци валли заводра кăларнă, сертификатлă гирляндăсемпе кăна усă курмалла. Сахалтарах хăватлине суйлăр: вĕсем вăйлах хĕрмеççĕ, апла пулсан тивсе илес хăрушлăх та пĕчĕк. Ачасен вĕсене хăйсем тĕллĕн çутма юрамасть.
Килтен тухса каятăр е çывăрма выртатăр-тăк, гирляндăна сÿнтерме ан манăр.
Чăрăшăн тăкăннă лăссисене тÿрех пуçтармалла - вăл кирек мĕнле хĕлхемрен хыпса илме пултарать.
Енчен те чăрăш çунма тытăнчĕ-тĕк, электрогирляндăна хăвăртрах сÿнтермелле, пушар хуралне шăнкăравламалла, çынсене пÿлĕмрен кăлармалла. Май пур-тăк, хыпса илнĕ йывăçа сÿнтерме тăрăшмалла: çĕре ÿкермелле, хулăм пусмапа витсе шывпа сирпĕтмелле. Хăйăрпа, огнетушительпе сапсан та аван.
Декабрь 2025 |
