Чи кирли - асăрханулăх!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.12.2025, 13:33 Просмотров: 14

Çĕнĕ çула кĕресси нумай та юлмарĕ. Пурте ăна чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, савăнса хатĕрленеççĕ. Уяв хаваслăхĕ вара фейерверксемпе, петардăсемпе тата бенгаль çутисемпе те çыхăннă. Анчах вĕсем, асăрхануллă пулмасан, сывлăхшăн та, пурнăçшăн та пысăк хăрушлăх кăларнине манмалла мар.

Пиротехника изделийĕсене туяннă тата усă курнă чух хăрушсăрлăх правилисем ыйтнине çирĕп пăхăнмалла. Вĕсен этикетки çинче кăтартнă инструкцие тепĕр хут вуласа тухмалла. Мĕншĕн тесен унччен усă курнă, пĕлекен пек туйăнаканнин те хăйĕн уйрăмлăхĕсем пулма пултараççĕ.

Пиротехника изделийĕсене туяннă чух малтан сутуçăн сертификат пуррипе кăсăкланмалла. Ку документра вырăс чĕлхипе çырмалла, производителĕн адресне тата телефонне кăтартмалла. Фейерверксене официаллă суту-илÿ вырăнĕсенче - ятарлă лавккасенче, павильонсемпе киосксенче - кăна туянăр. Тĕркем çинче йĕпеннĕ, шăтнă-çурăлнă вырăнсем пулмалла мар.

Ан манăр: пиротехникăна сÿннĕ хыççăн вăхăт иртмесĕр ытти каяшсемпе пăрахма, кăвайтра çунтарма юрамасть.

Асăрхав тата профилактика

ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика