Ман пичче СВО-ра

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.12.2025, 13:34 Просмотров: 107

Тахçантанпах курман тăван:

- Мĕнле пурнан? - тесе ыйтсан

Хурав ман пулчĕ çапларах:

- Эп аванах пурнап, анчах...

Чĕрем çунать, халь СВО-ра

Мĕнле пурнать-ши ман пичче?

Çыхăнăва тухать сайра.

Ма лăпкă мар-ши çак тĕнче?!

Мĕскер çисе кун каçрĕ-ши?

Вĕри апачĕ пулчĕ-ши?

Ăçта выртса çĕр каçрĕ-ши?

Кăшт çывăрма май пулчĕ-ши?

Çăхан пекех вĕçеç дронсем.

Асап тÿсеççĕ салтаксем.

Вăл аманса, юн юхтарса

Уйра ан юлтăрччĕ выртса.

Йăлтах çухатрăм канăçа,

Çук, çухатмастăп шанăçа.

Эй, Турăçăм, ан пăрахсам,

Ман пиччене Эс упрасам.

Валентина МАРКОВА

Пуканкасси

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика