Аслă ăрури çын пулнă май, вăрăм ĕмĕрлисем хăйсен пурнăçĕнче йывăрлăхсем нумай курнă пулсан та нихăçан пуç усманнине çирĕплетсе калатăп.
Раштавăн 10-мĕшĕнче Шăхальти Елена Григорьевна Павлова 95 çулхи юбилейне паллă турĕ. Ăна округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова, Калинино территори пайĕн пуçлăхĕ Людмила Иванова ырă та ăшă, сăпайлă сăмахсемпе саламларĕç, чечекпе пĕрле парне парса ватă çыннăн чун-чĕрине савăнтарчĕç.
Эпĕ те Елена Павлован юбилейĕнче пултăм. Ветеран хăнасемпе тăнлă сăмахсемпе калаçрĕ. Елена Григорьевна хăйĕн çулĕсенчен çамрăкрах курăнать. Вăл питĕ сăпайлă, ырă кăмăллă чăваш хĕрарăмĕ. Уйкас Ялтăра ялĕнче, нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕ 1939 çулта çут тĕнчерен уйрăлнă. Пиччĕшĕ вăрçă хирĕнче пуçне хунă. Йывăр пулнă пулсан та амăшĕ тăватă ачана тертленсе тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Нина ПАРАМОНОВА
Малтикас Ялтăра
Декабрь 2025 |
