Ырă чĕнĕве чĕре çывăхне илеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.12.2025, 15:17 Просмотров: 13

Пограничник-ветерансен «Щит Родины» обществăлла организаци хастарĕсен пĕрлĕхĕ чăнахах та ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Виçĕмкун вĕсем ятарлă çар операцийĕн малти линине черетлĕ пулăшу ăсатрĕç.

Пограничник-ветерансем салтаксемпе çыхăну тытсах тăраççĕ. Хальхи пулăшăва та вĕсем çар служащийĕсен ыйтăвĕсене тĕпе хурса йĕркеленĕ. Ăшă япаласем, пахчаçимĕç, гигиена хатĕрĕсем пуçтарнă. Гуманитарипе çавăн пекех патронсем, маскировка сеткисем, окоп çуртисем, пысăк партипе ĕçмелли шыв тата ыттине те ăсатрĕç. Çĕнĕ çул умĕнхи посылкăсенче çавăн пекех каччăсене хавхалантарма, уяв сĕмне туйма пылак çимĕçсен коробкисем чылай пулчĕç. Унсăр пуçне - ачасен саламлă çырăвĕсем.

Пулăшăвăн пысăк пайне пограничник çарĕсен ветеранĕсем хăйсен укçи-тенкипе пуçтарнă. Çавăн пекех Пуканкасси, Çавалкас тата Шăхаль ялĕсен волонтерĕсем маскировка сеткисем, окоп çуртисем çитерсе панă. Чăрăшкас Мăратри Арсентьевсен çемйи, Ярмушкари Валентина Малова уйрăм предприниматель пылак çимĕçсемпе тивĕçтернĕ.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика