Çăмăллăхсене ÿстерни - халăхшăн тăрăшни

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.12.2025, 15:18 Просмотров: 14

Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн Сергей Артамонов ертсе пынă ларăвĕнче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕн гарантийĕсене анлăлатакан саккун проектне сÿтсе явнă. Вăл çăмăллăхсем тивĕçекен граждансене пырса тивет.

Саккун проекчĕ адвокатсем тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ пама пултаракан тĕслĕхсен переченьне анлăлатать. Унта граждансен интересĕсене судсенче, патшалăх тата муниципаллă учрежденисенче, тĕрлĕрен организацисенче хÿтĕлессине те кĕртнĕ. Ку пулăшупа граждансене работодатель ĕç килĕшĕвĕ çырма хирĕçленипе, ĕçе каялла вырнаçассипе, шалăва ?çав шутра - ирĕксĕрех ĕçсĕр ларма тивнĕ вăхăтшăн та% шыраса илессипе, саккунсăр ĕçсемпе кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен сиен кÿнипе çыхăннă тĕслĕхсенче тивĕçтерĕç.

Каламалла, адвокатсем ку ушкăнри ĕçсемпе хальхи вăхăтра консультацисем кăна параççĕ, çавăн пекех заявленисем, жалобăсемпе ходатайствăсем тата ытти право докуменчĕсем çырса хатĕрлеме пулăшаççĕ. Чăваш енре тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕн патшалăх программине хутшăнма 119 адвоката явăçтарнă. Ĕçшĕн вĕсене республика бюджетĕнчен тÿлеççĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика