Вăрнарти аш-какай комбиначĕн сысна комплексĕн тĕп ветеринари врачĕ Иван Ермолаев «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Указа Раççей Президенчĕ Владимир Путин декабрĕн 10-мĕ-шĕнче ал пуснă. Палăртма кăмăллă - Иван Егорович çак сумлă ята тивĕçнĕ Чăваш енри пĕрремĕш специалист.
Иван Ермолаев Хусанти Н.Э. Бауман ячĕллĕ ветеринари медицинин академине пĕтернĕ. Унтан вĕренсе тухнăранпа 34 çул чĕрчунсене тĕрлĕ чир-чĕртен сыватас тата сыхлас ĕçре пĕр улшăнмасăр вăй хурать. Профессири пĕрремĕш утăмсене вăл Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхра тунă. Юлашки 20 çул хушшинче Вăрнарти аш-какай комбиначĕн сысна комплексĕнче вăй хурать.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Оксана СЕМЕНОВА
Декабрь 2025 |
