Çут пуласлăх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.12.2025, 13:55 Просмотров: 150

Шур сухаллă Хĕл Мучи

Илемлетрĕ тĕнчене.

Йĕри-тавра сапаларĕ

Хăйĕн шурă мамăкне.

Хура çĕре витсе хучĕ

Шурă тĕслĕ шупăрпа.

Йывăçсене илемлетрĕ

Йăлтăр-йăлтăр çăлтăрпа.

Юмахри пекех туятăп,

Асам тĕнчине лекетĕп,

Çав илемпе савăнатăп,

Ырри çинчен çеç шутлатăп.

Шурă тĕс вăл - таса тĕс,

Кашни çыншăн çут пуласлăх.

Шур сухаллă Хĕл Мучи

Парнелетĕр ыр малашлăх.

Вероника ДМИТРИЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика