Культура вучахĕсене упрама - автоклубсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.12.2025, 13:55 Просмотров: 113

Чăваш ен муниципаллă округсене автоклубсемпе туллин тивĕçтернĕ. Патшалăх яллă тăрăхсенче культура вучахĕсене упрассине пысăк тимлĕх уйăрать. Кăçал республика бюджечĕ шучĕпе çĕнĕ 7 автоклуб туяннă.

Ку чăнах та парне. Округ центрĕсенчен аяккарах вырнаçнă тăрăхсенче пурăнакансене концертсем кăтартма, усăллă мероприятисем ирттерме питех те меллĕ. Куракансене республикăри эстрада çăлтăрĕсем кăна мар, вырăнти талантлă артистсем те пултарулăхпа паллаштараççĕ. Вăл-ку ялта культура çурчĕ çук пулсан та çынсем концертсем пăхса кăмăла çĕклеме пултараççĕ.

Автоклубсене хальхи вăхăтри çутă, сасă тата видео хатĕрĕсемпе те тивĕçтернĕ. Иртнĕ 11 уйăхра çакăн йышши «культура учрежденийĕсем» çула 433 хутчен тухнă: Чăваш енри 60 пине яхăн çынна усăллă кану парнеленĕ. «Республикăри чи лайăх автоклуб» ята кăçал Муркаш округĕ çĕнсе илнĕ.

Елена ТОЛСТОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика