Вăрмансем çĕр çинчи экосистемăна сывă тытса пыма пĕлтерĕшлĕ тÿпе хываççĕ. Вĕсем кислородпа тивĕçтереççĕ, сывлăша тасатаççĕ, чĕрчунсем валли лайăх пурнăç условийĕсем тăваççĕ. Çавăнпа та пирĕнтен кашни çутçанталăк ырлăхĕпе перекетлĕ усă курни, ăна ешерме-чечекленме пулăшни кирлĕ. Вăрмансене упраса, саккунсене пăхăнса эпир хамăр таврари экологи ăнăçлăхне тивĕçтеретпĕр.
Çĕнĕ çул уявĕ çитнĕ майăн та çак ыйту çивĕч тухса тăрать. Нумайăшĕ кил-çурта чĕрĕ чăрăшсемпе илемлетме кăмăллать. Анчах хăшĕ-пĕри ăна туянса тăкакланасшăн мар: вăрттăн касса çутçанталăка сиен кÿрет. Çакнашкал саккунсăр ĕçсене асăрхаттарас тесе хĕллехи уявсем умĕн профилактика мероприятийĕсене анлăн ирттерме йышăннă. Лăсăллă çамрăк йывăçсен сыхлавне вăйлатас тесе вăрман хуралĕн специалисчĕсем йĕрке хуралĕн сотрудникĕсемпе пĕрле патрульсене тухса çÿреççĕ.
Асăрхаттаратпăр: йывăçсене ирĕк илмесĕр, харпăр хăй тĕллĕн касни çутçанталăка сиенлет кăна мар, киревсĕр ĕçе тăваканшăн та япăх вĕçленет. Çакăншăн вĕсене административлă е уголовлă явап кĕтет. Акă, административлă штраф виçисем те пĕчĕк мар: уйрăм çынсене - 3-4 пин тенкĕ, должноçри çынсене - 20-40 пин тенкĕ. Юридици сăпачĕсен вара 200-300 пин тенкĕ кăларса хума тивет.
Киревсĕр ĕçе техникăпа усă курса тунă-тăк, граждансемшĕн штраф виçи 4-5 пин тенкĕ, должноçри çынсемшĕн 40-50 пин тенкĕ, юридици сăпачĕсемшĕн 300-500 пин тенкĕ таран ÿсет.
Çакă кăна та мар, пĕр йывăçа кассан та яваплăх административлинчен уголовлине те куçма пултарать. Енчен те - киревсĕр ĕçпе пысăк тăкак кÿрсен. Сиенĕ вара пилĕк пин тенкĕрен иртсен пысăк шутланать.
Хисеплĕ округ çыннисем, çутçанталăка сиен кÿрессинчен асăрханăр, вăрмансене упрăр. Уяв кăмăлне те киревсĕр ĕçсемпе ан пăсăр.
Иван КАДЫКОВ,
вăрман хуралĕ енĕпе тимлекен патшалăх инспекторĕ
Декабрь 2025 |
