Ÿкерчĕксенче - хĕл илемĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.12.2025, 13:56 Просмотров: 105

Чукун çул вокзалĕнче Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕн вĕренекенĕсен ĕçĕсен куравĕ уçăлнă.

Ÿкерчĕксенче ачасем çулталăкăн юратнă вăхăтне - хĕллене - сăнланă. Савăнăçпа, çутă ĕмĕтсемпе тулнă ырă ĕçсем.

Кашни ÿкерчĕкре тавралăх шап-шурă пĕркенчĕкпе мĕнлерех витĕнсе улшăнса пынине кăтартнă. Акă, ачасем тăвайкки çинче выляççĕ, пĕр-пĕрне çунашкапа ярăнса хăвалаççĕ. Хĕл-асамçă хăй те юрпа витĕннĕ чăрăшсем хушшинче. Ытти ÿкерчĕксенче - хăтлă çуртсем, вĕсем капăрлăхпа, тирпейлĕхпе илĕртеççĕ.

Курав пур хăнана та, пассажирсене те лайăх кăмăл парнелессе, чĕрене çутă савăнăç кÿрессе шанаççĕ йĕркелÿçĕсем. Паллах, çак курав çамрăк художниксене пултарулăхра çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарĕ.

Елена ТОЛСТОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика