Малашлăх кăтартусене палăртнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.12.2025, 13:58 Просмотров: 15

Малтанласа палăртнă тăрăх, çитес 2026 çулта Вăрнар округĕн бюджетне тупăшсем 1491,6 млн тенкĕ пухăнмалла. Планпа пăхнă 2027 тата 2028 çулсенче ку цифрăсем 1259,7 млн тенкĕ тата 1284,7 млн тенкĕ пулмалла. Çакăн пек кăтартусене депутатсен округри Пухăвĕн ларăвĕнче çирĕплетнĕ.

Унчченхи пекех бюджетăн социаллă тĕллевлĕхĕ сыхланса пырать. 2026 çулта тăкаксен ытларах пайне - 946,9 млн тенкĕ - социаллă-культура сферине яма пăхнă. Çакă мĕнпур тăкаксен 63,5 проценчĕпе танлашать. Çав шутран, хальлĕхе палăртнă тăрăх, вĕрентÿ аталанăвне - 746,4 млн тенкĕ, культурăна - 64,4 млн тенкĕ, социаллă политикăна - 115,1 млн тенкĕ, физкультурăпа спорта 21 млн тенкĕ уйăрмалла. Расхутсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ вара тупăшсемпе шайлашуллă - 1491,6 млн тенкĕпе танлашмалла.

Харпăр хăй тупăшсем округ «енчĕкне» çитес çул 404,7 млн тенкĕ ?пĕтĕм калăпăшран 27,1 процент% пырса кĕрессе планлаççĕ. Налук хывăмĕсем 373,4 млн тенкĕ пулмалла, налук маррисем - 31,2 млн тенкĕ.

Бюджет тупăшĕсен тĕп пайне, паллă ĕнтĕ, тавăрса памалла мар поступленисем йышăнаççĕ. Вĕсем 2026 çулта округа 1086,9 млн тенкĕ тивĕçессе прогноз тăваççĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика