Хăюлăхпа патриотизм урокĕсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.12.2025, 13:59 Просмотров: 76

Нумаях пулмасть Вăрнар тăрăхне тĕп хуларан библиотекарьсем ырă миссипе килсе çитнĕ. Республикăн ача-пăча библиотекин ĕçченĕсем тĕрлĕ ÿсĕмри вĕренекенсене Хăюлăх тата патриотизм урокĕсене хутшăнтарнă. Тĕлпулусене округ администрацийĕпе пĕрле йĕркеленĕ, вĕсем пилĕк площадкăра иртнĕ: Аçăмçырминчи, Калининăри, Санарпуçĕнчи тата Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш шкулсенче.

Акцин анлăшĕ те, пĕлтерĕшĕ те чăннипех пысăк: вăл çĕршер ачана пĕрле пухнă, вĕсене çĕршыв историйĕнчи паллă пулăмсем, Раççей тата Чăваш ен культурипе литератури пирки пĕлĕве тарăнлатма пулăшнă.

Вăрнарти 2-мĕш шкулти Астăвăм урокне, акă, Аслă вăрçă çулĕсенче хÿтĕлев рубежĕсене çĕклекенсен паттăрлăхне халалланă. Библиотека специалисчĕ Татьяна Захарова вĕренекенсене чăваш халăхĕ Аслă Çĕнтерĕве çывхартма хывнă мухтавлă ĕçсем çинчен каласа панă. Ĕç Армине мобилизацилени, чăтма çук йывăр ĕç условийĕсем, пурнăçланă мероприятисен калăпăшĕ... - историн чи асаплă страницисемпе «Хÿтĕлев рубежĕсем - Чăваш ен халăхĕн ĕç паттăрлăхĕ» электронлă ресурс та интереслĕ паллаштарнă.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика