Раççейре пурăнакансен пĕрешкел хаклăхсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.12.2025, 14:00 Просмотров: 20

Раççей Президенчĕ Владимир Путин ирттернĕ «Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ» 70 ытла темăна пĕрлештерчĕ. Ятарлă çар операцийĕ тата Украинăри конфликта татса парасси тĕп темăсем пулса тăчĕç. Çавăн пекех калаçу Раççей экономики, социаллă хÿтлĕх, сывлăх сыхлавĕ, куçман пурлăх тата ытти тавра пычĕ.

Пĕтĕмпе «Çулталăк пĕтĕмлетĕвне» 3 миллион ытла ыйту килнĕ. 4,5 сехете тăсăлнă калаçура Владимир Путин журналистсен тата çĕршывра пурăнакансен 80 ытла ыйтăвне хуравларĕ.

Тÿрĕ лини пресс-конференципе пĕрле иртрĕ. Унта «Советская Чувашия» хаçатăн тĕп редакторĕ Владимир Васильев тата «Чувашинформ» интернет-кăларăмăн редакторĕ Альберт Ильин та хутшăнчĕç.

Ятарлă çар операцийĕ патне калаçу темиçе хутчен те таврăнчĕ. Владимир Путин пирĕн çарсем чылай направленипе ăнăçлă операцисем ирттернине пĕлтерчĕ. «Эпир хирĕçтăрăва мирлĕ майпа татса пама хатĕр, çапла тăвасшăн та, анчах та эпĕ пĕлтĕрхи çĕртме уйăхĕнче каланă шухăшсене тĕпе хурсан», – терĕ вăл вăрçă хăçан вĕçленесси пирки ыйтсан. Президент палăртнă тăрăх, хальлĕхе Киев çакна хатĕр мар-ха.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика