Киленĕç сакки сарлака...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.12.2025, 14:48 Просмотров: 132

Акă, Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем те çывхарчĕç.

Хăшпĕрисем праçникченех ĕçкĕ-çике путаççĕ. Уявсенче вара сĕтел çинче хаярри пушшех те татăлма пĕлмест. Виçене те пăхăнмаççĕ. Суррогатлă эрех-сăрана та тиркемеççĕ. Симĕс çĕлен тыткăна хăвăртах илнине, сывлăха хавшатнине асрах тытмалла.

Пĕлĕшĕм курни-илтнине каласа пачĕ. Урамри пĕр арçын юлташĕпе пынă чух çапла калаçнине илтнĕ вăл: «Темле эрех пулчĕ, тÿрех пуç анраса кайрĕ, анчах кÿршĕпе кĕленчене йăлтах пушатрăмăр. Укçа тÿлесе илнĕ-çке».

Тĕлĕнмелле вĕт. Алкоголь шĕвекĕ пахалăхлă маррине пĕлсех мĕншĕн черкке хыççăн черкке ÿпĕнтереççĕ-ши/ Киленĕç сакки сарлака та, этем ĕмĕрĕ кĕске. Суррогатпа наркăмăшланса вилнĕ тĕслĕхсем çулсеренех çырăнсан та хăшĕсем хаяррине ăша яраççĕ-çке. Пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса каякансем çемйисене хытах кулянтараççĕ. Ÿсĕр водительсене пула çул çинче инкек-синкек те сахал мар сиксе тухать.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Елена ТОЛСТОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика