Вăрçă çулĕсенчи йывăр ачалăха чăтса ирттернĕ çынсенчен нумайăшĕ 90 çула çитсе пырать. Вăхăт хăвăрт шăвать, эпĕ те çав çула çитрĕм.
Округ администрацийĕнче ĕçлекенсем ватăсене манмаççĕ, вĕсене сума сăваççĕ. Акă раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче ман пата округ пуçлăхĕн çумĕ Светлана Николаевна Шашкарова, Аçăмçырми территори пайĕн пуçлăхĕ Олег Валентинович Петров юбилей ячĕпе саламлама килчĕç. Илемлĕ чечексем, парне парса, ырă та ăшă сăмахсемпе саламласа чуна савăнтарчĕç. Манăн пурăнас кăмăл çĕкленчĕ.
Редакци ĕçченĕсем хаçатра саламлани те, шăнкăравласа ырă та çепĕç сăмахсем калани те кăмăла хăпартлантарчĕ.
Аслă ăрурисене хисепленĕшĕн, ватăсене манманшăн хамăн чĕререн тухакан ырă сăмахсемпе тав тăватăп.
Сире пурсăра та çăмăл мар ĕçĕрте тăрăшма ăнăçлăх, пурнăçăрта телей, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунатăп.
Нина ПАРАМОНОВА,
Малтикас Ялтăра
Декабрь 2025 |
