Юлашки вăхăтра ачасене те, ашшĕ-амăшĕсене те пирĕн çĕршывра Roblox вăййа чарни хытă калаçтарать. Ку йышăнăва ырлакансем те пулчĕç, çавăн пекех вăл тавлашусемпе ыйтусене те çуратрĕ. Миллионшар Раççей çынни çак платформăра кунсеренех нумай сехет ирттернĕ-çке. Халĕ вара унта кĕме ирĕк çук.
Мĕншĕн чарма йышăннă-ха çак вăййа/ Roblox - çĕр çинчи мĕнпур кĕтесре сарăлнă онлайн-платформа. Вăл - 40 млн ытла вăйăран тăракан тытăм, уйрăмах ачасемпе çамрăксем хушшинче популярлă. Унпа усă куракансем харпăр хăй тĕнчине, вăййисене тума пултараççĕ. Хăшпĕр япаласене туянма, премиум-функцисем илме «робукс» текен валюта та пур. Вĕсене чăн укçапа туянма пулать.
Декабрь пуçламăшĕнче нумайăшĕ хăйсем платформăна кĕрейменнине сисме тытăннă. Чарăва Роскомнадзор лартнă-мĕн. Ведомство ăнлантарнă тăрăх, сăлтавĕ - кунта экстремизмпа терроризм ĕç-хĕлне тата ытти усал пулăмсене пропагандăлакан материалсем пурри. Унсăр пуçне ведомство ачасене ясар сĕмсĕрлĕхне хутшăнтарни, вăрттăн сăнÿкерчĕксене ыйтса илни, аскăнчăк ĕçсене, çынсене хирĕçле пусахлусене хĕтĕртни, буллинг тĕслĕхĕсем пулнине те пĕлтерет. Вăйă системи унта тухса тăракан материалсен хăрушсăрлăхне туллин тивĕçтереймест. Çавăнпа ĕнтĕ 2019 çултан пуçласа Роскомнадзор администрацине юраман материалсене хуратма хушса пĕрре мар уведомлени янă.
Чару хыççăн Roblox компанийĕ пирĕн çĕршыв саккунĕсене хисепленине пĕлтернĕ. Вĕсене тивĕçтерме мерăсем йышăнасшăн иккен. Анчах, Роскомнадзор палăртнă тăрăх, вăйă системине çĕнĕрен яма компанин мĕнпур требование тивĕçтермелле.
Ирина ПЕТРОВА
Декабрь 2025 |
