Раштав - аслă та çутă уяв

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.12.2025, 15:15 Просмотров: 6

Православи тĕнне ĕненекенсем кăрлачăн 7-мĕшĕнче Вифлеемра пулса иртнĕ савăнăçлă пулăма - Христос çуралнине - аса илсе паллă тăваççĕ. 20 ытла ĕмĕр хыçа юлнă унтанпа.

Раштав ?Рождество% уявне паян та кăмăлпах ирттереççĕ. Çак кун çулталăкри чи илемлĕ те çутă кунсенчен пĕри. 12 тĕп уявсен шутне кĕрет вăл.

Иисус çуралсан ăна чи малтан кĕтÿçсем пуççапма пынă, вĕсене çак пулăм çинчен ангел систернĕ. Евангелист Матвей çырнă тăрăх, тÿпере тĕлĕнмелле çăлтăр курăннă, вăл вара Иисус пепке патне волхвсене илсе пынă. Вĕсем парне - ылтăн, ладан тата смирна - Иисуса пĕчĕк ачана пек мар, Патшана панă пек панă. Çав вăхăт тĕлне Сăваплă йыш «кил» тупнă. Пурне те Çăлакан çуралнине пĕлсен ăна тĕп тăвас тесе Иудея патши Ирод икĕ çула çитмен пур пепкене те вĕлерме хушнă. Анчах та Христос вилĕмрен тĕлĕнмелле çăлăннă, мĕншĕн тесен ангел Иосифа хăйĕн çемйипе Египета тарма хушнă, унта вĕсем Ирод виличченех пурăннă.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика