Лаша пек вăйлă пулар!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.12.2025, 15:16 Просмотров: 6

Хĕвелтухăç календарĕпе 2026 çул Лаша çулĕ. Палăртмалла, лаша ĕçчен те патвар чĕрчун. Иртнĕ ĕмĕрте колхозсенче ут-урхамаха чылай тытнă.

Акă, хăй вăхăтĕнче «Самолет» колхозрах лашасем йышлăччĕ. Чĕлхесĕр янаварсем пулăшнипе тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланă. Паллах, самана урăхланчĕ. Аграрисем ял хуçалăх машинисемпе ытларах усă кураççĕ. «Тимĕр ут» теççĕ техникăна. Хальхи вăхăтра лашасем хăшпĕр аграри предприятийĕсенче кăна пур. Чи нумаййи «Янгорчино» коооперативра - 17 пуç. Ут-урхамах округри килти хушма хуçалăхсенче пĕтĕмпе 60 пуç. Акă, Ершепуç тăрăхĕнчи Олег Авруйский 30 лаша тытать. Ун пек тăрăшуллă ял ĕçченĕсем, ÿркенменнисем, татах пур. Вĕсем те ут-урхамаха юратса усраççĕ.

- Килте темĕн тĕрлĕ техника, ĕне выльăх пултăр, анчах çĕнĕ çулта та лаша пурпĕрех усрăп. «Тимĕр ут» чăхăмласан пулăшакан юнашарах, лаша кÿлсе пахча-анкартине сухалатăп. Çунипе урапине те хамах ăсталатăп. Хĕлле мăнуксене катаччи чуптаратăп. Лашана эпĕ ачаранах юрататăп, ман атте те конюхра нумай çул ырми-канми ĕçленĕ, - кăмăллăн калаçрĕ пĕр хастар çын, «Çĕнтерÿ çулне» 2026 çулхи 1-мĕш çур çулта илсе тăма çырăннă чухне.

Округра маттур çынсем пурри хавхалантарать. Çĕнĕ çулта та хастарсен йышĕ ÿссех пытăр. Ялсем те малаллах аталанччăр.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика