Интернетра та хăрушлăх нумай...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.01.2026, 09:10 Просмотров: 67

Йĕрке хуралĕн органĕсем час-часах пĕлтереççĕ: «виртуаллă уçлăхра» çула çитменнисене хирĕçле тунă йĕркесĕрлĕхсем те, вĕсене хăйсене киревсĕр ĕçсене явăçтарни те сахал мар. Кун-та тем тĕрлĕ хăрушлăх та кĕтме пултарать вĕсене. Апла-тăк, ачасен те, ашшĕ-амăшĕсен те Интернет сетĕнче асăрханулăх йĕркине пăхăнмалла. Çакă çула çитменнисене инкеке ле-кессинчен сыхласа хăварĕ.

Йĕрке хуралĕн органĕсен сотрудникĕсем «компьютер гигиенин» çак хăшпĕр ансат правилисене яланах асра тытма сĕнеççĕ:

Сайтсенче регистраци тунă чух харпăр хăй çинчен информацие ?телефон номерне, ăçта пурăннине, вĕреннине, адреса, ашшĕ-амăшĕ ăçта ĕçленине тата ыттине% кăтартмалла мар. Унсăрăн ку даннăйсене кирек кам та уççăнах курма пултарать. Çавăн пекех сăнÿкерчĕке те лартма сĕнмеççĕ - палламан-пĕлмен çынсем сирĕн сăна курни кирлĕ мар.

Никама та, нихăçан та хăвăрăн парольсене калама юрамасть. Вĕсем - сирĕн тĕп вăрттăнлăх. Хăйнеевĕрлĕ пароль шутласа кăларăр - ăна никам та тавçăрма ан пултартăр. Парольсене хут çине ан çырăр, уççăн ан упрăр. Вĕсене электрон почтăна ярса пама та юрамасть.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика