Кăмăллăн йышăнаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.01.2026, 09:11 Просмотров: 6

Вăрнар поликлиникине шăл сиплеме çÿретĕп. Ольга Васильевна Егорова шăл тухтăрĕ тата ăна пулăшакан медсестра Алевтина Артемьевна Родякина пирки ырă сăмахсем калас килет. Вĕсем пациентсене питĕ тарават йышăнаççĕ, хăнана килекенсем пекех кĕтсе илеççĕ.

Ольга Васильевна хăйĕн уçă, шăнкăрав сассипеле кресло çине вырнаçма сĕнет. Çакăнтан пуçланать те ĕнтĕ унăн çăмăл мар ĕçĕ. Мĕн чухлĕ унăн чăтăмлăх, ăсталăх, вăхăтра тухакан ăшă сăмахĕ, пултарулăхĕ, ылтăн аллисем, черчен кĕлетки-çурăмĕ, вашаватлă куçĕсем. Пурте пĕр çынра вырнаçнă пахалăхсем. Чăвашсем ун пек чухне: «Алли ларать», - теççĕ. Ахăртнех, ĕнтĕ, пĕчĕкрен тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ çыннăн ĕçĕ те ăнса пырать, чун туртнине суйлани телей кÿрет теççĕ те, тĕрĕсех. Ĕçне кура хисепĕ те. Чылайăшĕ Ольга Егорова тухтăр патне лекме тăрăшать. Хăйне пысăкка хуманнипе, çивĕч ăс-тăнĕпе, анлă тавракурăмĕпе çынсене хăй патне туртать.

Алевтина Артемьевна Родякина медсестра та ырă ята тивĕçлĕ. Вăл сăпайлă, кăмăллă. Иккĕшĕ пĕр-пĕрне пулăшса, ăнланса пыл хурчĕсем пекех тăрăшаççĕ. Чăваш ятне çÿлте тытса пыраççĕ. Ун пек медицина ĕçченĕсем патне çÿреме те кăмăллă.

Алевтина ГОРБУНОВА

Вăрнар поселокĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика