Калас килмест Кив çул тесе
Иртсе кайнă çула.
Пулăмсемпе - çĕннисемпе
Тумланчĕ ял-хула.
Йывăрринех туймарăм эп,
Ан пултăр хура-шур.
Мухтав Турра: манпа пĕрле
Паян та арăм пур.
Хунарĕ те çĕлен-калта,
Кăмпа татма нуша.
Упи килсессĕнех кунта,
Вĕренĕпĕр ташша.
Вăрманĕ çĕнтерсех тăрать
Хирте, улăхсенче.
Ĕни вара чаксах пырать
Хресчен витисенче.
Килсе хупларĕ интернет -
Темле «кăвак хуппи».
Такам халь турĕ пирĕнтен -
Чăн «электрон чури».
Килетчĕ хут Канадăран
Тахçан хаçат валли.
Пире халь пăрчĕ хаçатран
Сив интернет алли.
Пире вĕрентнĕччĕ хутла
Çырма та шутлама.
Халь шутламаççĕ вулама,
Пĕлеççĕ вăрлама.
Мушенниксем - чăн шулĕксем,
Вĕсемшĕн çуккă влаç.
Хăйсем пÿрте кĕмесĕрех
Укçасăр хăвараç.
Мушенник тенине илтсен
Иртни аса килет.
Çав ахăр тапхăр килесрен
Чун çÿçенсе илет.
Ĕçленĕ тавăрса çанна
Ир пуçласа каçчен.
Тарпа пуçтарнă укçана
Çаратрĕç банксенчен.
Каях хăв çулупа, Çĕлен,
Пире телей пилле.
Утпа, ак, çитрĕ Çĕн çул,
Ури айне ан пул.
Геннадий КРАСНОВ
Шăхаль
Январь 2026 |
