Тăван çĕршывран хакли нимĕн те çук

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.01.2026, 09:13 Просмотров: 6

Тăван çĕршыв тесе эпир хамăр пурăнакан çĕршыва калатпăр. Кашни çыншăн хăй çуралса ÿснĕ тăван кĕтесрен хакли нимĕн те çук пулĕ. Мĕншĕн тесен, вăл пире ачашласа, лăпкаса ÿстернĕ, çут-çанталăка юратма, йывăрлăхсемпе кĕрешме, çĕнтерме вĕрентнĕ.

Ман шутпа, кашни çыннăн пĕчĕк тăван çĕршыв тата пысăк тăван çĕршыв пур.

Пĕчĕк тăван çĕршыв тесе эпĕ Вăрнар округне кĕрекен Çавалкас ялне калатăп. Вăл чи хитре вырăнта ларать, кунта ман аттепе анне, аппасем, çывăх тăвансемпе юлташсем пурăнаççĕ. Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те вăл мăнаçлăн та илемлĕн курăнса ларать. Хам çуралнă пĕчĕк тăван çĕршывăмран кăшт аяккарах кайсан, эпĕ тÿрех уншăн тунсăхлама пуçлатăп. Ку тăрăхри кашни кĕтес, кашни япала мана хăй патне туртать пек туйăнать.

Пысăк Тăван çĕршыв тесе вара эпир Раççее калатпăр. Паллах, çак икĕ асамлă тĕнче пĕр-пĕринпе питĕ тачă, уйрăлми çыхăнса тăраççĕ.

«Тăван çĕрĕн тусанĕ те тăван, пылчăкĕ те пылак», - тенĕ пирĕн паллă этнопедагог, ăсчах Геннадий Волков. Чăнах та çаплах пулĕ. Эпĕ хамăн юратнă Тăван çĕршывсăр малаллахи пурнăçа та, ĕмĕтсене те курмастăп.

Çавăнпа та, Тăван çĕршывăм, эсĕ яланах пурăн, çĕклен, чечеклен! Санран хакли нимĕн те çук!

Эвелина МАЛОВА,

Вăрнарти 2-мĕш шкул, 10-мĕш класс

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика