Тăван çĕршыв – хаклă сăмах, мĕн чухлĕ ырă туйăм çуратать вăл кашни çыннăн чĕринче. Эте-мĕн ачаранах чи ăшă асаилĕвĕсем – аннен çепĕç аллисем, кукамайсемпе кукаçисен тăрăшулăхĕ, тă-ван çынсен таврашĕнчи хаваслă уявсем, çуралнă кил, аслă урамсем, çывăх туссем. Çаксем пурте Тăван çĕршыв шутне кĕреççĕ.
Эпĕ хамăн тăван кĕтесе ялан асра тытатăп. Манăн куç умĕнче - пÿрт айăккинче ÿсекен шурă хурăн, таса кÿлĕ, тутлă шăршăллă чечексем. Кĕркунне вара çутçанталăк пирĕн ялта тата та илемлĕрех. Пур йывăç та тĕрлĕ тĕслĕ хитре тум тăхăнаççĕ. Хĕвел те ăшшăнрах пăхать ман çине. Шартлама сивĕ те хăратмасть.
Эпĕ Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта вĕренетĕп. Кунта манăн юратнă учительсем ĕçлеççĕ, хаваслă туссем вĕренеççĕ. Хамăрăн шкул маншăн – чи лайăххи. Вăл та маншăн Тăван çĕршыв.
Çак асаилÿсем чĕрере ĕмĕрлĕхе юлаççĕ, куçа курăнман çип пек, çынна тăван вырăнсене туртаççĕ. Ăçта кăна илсе çитермест пулĕ çынна пурнăç/ Тем тĕрлĕ çĕршыва та. Анчах çын чĕри яланах Тăван çĕршывра. Эпĕ Чăваш енре çуралса ÿснипе мухтанатăп! Тăван кĕтесĕм! Эсĕ маншăн чи хитри, чи юратни, чи лайăххи!
Каролина ШАРИКОВА,
Вăрнарти 2-мĕш шкул,
9-мĕш «Г» класс
Январь 2026 |
