Малтикас Ялтăра ялĕнче пултаруллă арçынсем сахал мар. Ăçта мĕн юхăннине асăрхасах тăраççĕ, кĕпере те, каçăсене те юсама тăрăшаççĕ.
Акă, пирĕн Сергей Никитин мĕн шутланине яланах пурнăçлать. Парк урамĕн вĕçĕнче, лавккана кайнă çĕрте, çырма пур. Унта йывăçсем те ÿссе ларнăччĕ. Вĕсене касса-тирпейленĕ хыççăн, Сергей Никитин тата Иван Давыдов пĕве чавтарма шутларĕç. Ĕçе пурнăçлама экскаватор чĕнчĕç. Пĕве тĕпне шыв тухма та пултарчĕ. Пĕтĕмпех Сергей Никитинпа Иван Давыдов хăйсен шутĕнчен тутарчĕç. Сергей Никитин кил хуçалăхĕнче те канма пĕлмесĕр ĕçлет, нумай выльăх-чĕрлĕх тытать. Маскировка сеткисене çыхакансене те пулăшать, материалсемпе тивĕçтерет.
Вĕсем мăшăрĕпе виçĕ ача çуратнă: 2 ывăл, пĕр хĕрача. Асли Рада Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультетĕнче 3-мĕш курсра вĕренет, Анатолий Аçăмçырми шкулĕнче 8-мĕш класра пĕлÿ пухать. Пĕчĕк ывăлĕ шкула каймасть-ха. Мăшăрĕ Ирина Аçăмçырми шкулĕнче вĕрентекенре ĕçленĕ. Халĕ аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари ферминче столовăйра аслă поварта вăй хурать. Ĕçчен те пултаруллă çемье пурне те ĕлкĕрет. Ашшĕпе амăшĕ ачисене тĕрĕс воспитани параççĕ. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнаççĕ, ĕçкĕ-çикĕпе ашкăнмаççĕ.
Пирĕн ялти тепĕр пултаруллă çын - Евгений Алексеев. 3 е 4 çул каялла хăй вăйĕпе пĕве тутарчĕ, унта çуллахи вăхăтра ачасем шыва кĕрсе ырă кураççĕ.
Вăт çавăн пек хастар пирĕн Малтикас Ялтăрари арçынсем. Ял халăхĕ хăтлăхра пурăнтăр тесе тăрăшаççĕ. Турă вĕсене çирĕп сывлăх патăрччĕ.
Нина ПАРАМОНОВА
Малтикас Ялтăра
Январь 2026 |
