Январĕн 15-мĕшĕнче Раççей Следстви комитечĕн ĕçченĕсем сумлă датăна - служба йĕркеленнĕренпе 15 çул çитнине - паллă турĕç. Ку ведомство тивĕçĕсем çав тери яваплă - сотрудниксем чи кăткăс тата йывăр уголовлă ĕçсене уçса парассипе тимлеççĕ. Вăл шутра - çынсене хирĕçле киревсĕр ĕçсене кăна мар, çула çитменнисен прависене пăсса тунă, экономикăри тата коррупциллĕ преступленисене те. Çавăн пекех уйрăм шутри субъектсем - депутатсем, суйлав комиссийĕсен членĕсем, адвокатсем тата ыттисем - тунă преступленисем те çирĕп тимлĕхре.
Мĕнле тĕп задачăсем тăраççĕ Следстви комитечĕн сотрудникĕсем умĕнче, вĕсене пурнăçа кĕртессипе епле тăрăшаççĕ - çакăн пирки массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене Канашри районсем хушшинчи следстви пайĕн ертÿçи Владислав Дмитриевич КОННОВ каласа пачĕ.
- Владислав Дмитриевич, йăлана кĕнĕ тăрăх, професси уявĕ - следстви ĕç-хĕлне пĕтĕмлетмелли сăлтав. Апла пулсан хăвăрăн пай 2025 çулта пурнăçланă ĕçĕн тĕп кăтартăвĕсемпе паллаштарма пултаратăр-и/
- Чăнах та, професси уявĕ çулталăк пуçламăшне килнĕ май, ун тĕлне хамăр ĕçе пĕтĕмлетесси çулсеренхи йăлана кĕчĕ. Кăçал ведомствăна туса хунăранпа 15 çул çитнĕрен праçник пĕлтерĕшне татах та ытларах туятпăр.
Каламалла, пирĕн пай Канаш, Вăрмар, Вăрнар тата Тăвай округĕсенче пулнă преступленисене тишкерессипе вăй хурать. Пĕлтĕр криминогенлă лару-тăру вĕсенче пĕтĕмĕшле лайăхланнине куратпăр. Следовательсем преступленисем çинчен пĕлтернĕ 396 ?виçĕмçул - 440% тĕслĕхпе следствичченхи тĕрĕслевсем ирттернĕ. Вĕсен кăтартăвĕсене кура 2025 çулта 67 уголовлă ĕç ?2024-мĕшĕнче - 89% пуçарнă. Статистика шута илнĕ преступленисен хисепĕ 10 процент тата пуçарнă уголовлă ĕçсен калăпăшĕ 25 процент чакнине çирĕплетет. Унчченхи çулсенчи пекех следовательсен уйрăм тимлĕхĕнче - çынсене хирĕçле тунă чи хăрушă преступленисем: çынсен пурнăçне татнисем, вĕлерме хăтланнисем тата сывлăха йывăр сиенлесе вилĕм кÿнисем. 2025 çулта çынсене вĕлернĕ е çакна тума хăтланнă тĕслĕхсемпе следстви пайĕ çичĕ уголовлă ĕç пуçарнă. Унсăр пуçне, сывлăха йывăр сиен кÿни вилĕмпе вĕçленнĕ фактсемпе - тăваттă, асăрхамасăр вилĕм кÿнĕ тĕслĕхсемпе - виççĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Январь 2026 |
