Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн специалисчĕсем тăрăшса «юсанă» хыççăн чăваш художникĕсен çичĕ картини Вăрнар округĕнчи Çĕрпелти галерейăра хăйсен саккунлă вырăнне йышăнаççĕ.
Шедеврсен шутĕнче паллă ăстасен - Павел Григорьев-Савушкинăн, Элли Юрьевăн - ĕçĕсем. Картинăсем вырăнти культура çуртĕнче упраннă, унти условисем, паллах, тивĕçтермен. Вĕсене реставрациленĕ, çакă çур çула яхăн тăсăлнă. «Ĕçе пуçăниччен тĕплĕ тĕпчесе реставраци методикине палăртрăмăр. Реставраторсен нумай вăй хума тиврĕ, мĕншĕн тесен сăрă тĕпреннĕ вырăн нумайччĕ», - терĕ художество музейĕн директорĕ Геннадий Козлов.
Реставраци пайĕн заведующийĕ Николай Кузьмин та унпа килĕшет. Картинăсен никĕсĕ çурăлнă вырăнсене те саплама тивнĕ-мĕн. Картон çине çуллă сăрăпа тунă ÿкерчĕксем вара хумланса авăнма та ĕлкĕрнĕ - вĕсене пресласа тÿрлетнĕ.
Ĕçсене вĕçленĕ май Геннадий Козлов тата Вăрнар округĕн централизациленĕ клуб системин директорĕ Светлана Журавлева картинăсене панине-йышăннине çирĕплетекен акта алă пуснă. Светлана Журавлева реставраторсен ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртнă: «Пурте ĕнер кăна ÿкернĕ пек!»
Реставраципе çыхăннă ĕçсем «Çемье» наци проекчĕн тытăмне кĕрекен «Çемье хаклăхĕсемпе культура инфратытăмĕ» программа тĕллевĕсемпе пурнăçланаççĕ.
Январь 2026 |
