Пирĕн ыйтусене Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Савватий хуравлать
- Хисеплĕ владыка, иртнĕ çул Шупашкар епархийĕпе Чăваш митрополийĕшĕн чылай ĕçпе палăрса юлчĕ. Тĕслĕхрен, таса пурнăçпа çырăнса юлнă, халăх юратнă Вениамин ?Новицкий% архиепископа халалланă тĕлпулусем, уяв каçĕ иртрĕç.
- Тавтапуç. Чăнах та, кăçал Вениамин архиепископ çуралнăранпа 125 çул çитет. Çавна май, эпир пĕлтĕрех концерт йĕркелерĕмĕр, питĕ лайăх иртрĕ вăл, пурне те килĕшрĕ. Тата эпир ун ячĕпе кĕлĕсем те ирттеретпĕр. Ку çул та Вениамин владыкăна халалланă мероприятисем йĕркелеме палăртнă, ун çинчен кĕнеке кăларасшăн.
Владыкăн пурнăçĕ çăмăл пулман. Вăл 1900 çулта Беларуçра пачăшкă çемйинче çуралнă, ашшĕ-амăшĕн, тăванĕсен юратăвне туйса-курса ÿснĕ. Çамрăкранпах сăваплă пурнăçпа пурăнма тăрăшнă, музыка енне туртăннă, сăвăсем те çырнă. Вăл Почаевăри лаврăна кайнă, унта манаха кĕнĕ. Вăрçă пуçланиччен ăна архиерее кăларнă. Хаяр вăрçă çулĕсенче Вениамин атте оккупацие лекнĕ. Нимĕç фашисчĕсем ăна хăйсене майлă ĕçлеме хистенĕ, анчах та Владыка вырăс православи чиркĕвĕнчех юлнă. Вăл вăхăтра Украина православи чиркĕвне куçакан архиерейсем те пулнă. Анчах та Хĕрлĕ Çар Украина çĕрне ирĕке кăларсан НКВД çыннисем Вениамин атте тăшман майлă ĕçлеменнине ĕненмен, ăна тĕрмене хупнă, каярахпа ссылкăна янă.
Нумай çул владыка Магадан тăрăхĕнче лагерьте ылтăн кăларнă çĕрте ĕçлесе нушаланнă. Сывлăхĕ хавшанă. Аллăмĕш çулсенче Вениамин аттене ирĕке кăларнă. Пĕр вăхăт вăл службăсем ирттермен, каярахпа вара ăна Иркутска янă. Çĕпĕр çĕрĕ – Иркутскран пуçласа Владивосток, Якутск таран, Магадан - пĕтĕмпех вăл ертсе пыракан епархие кĕнĕ. Чылай çул ĕçленĕ унта владыка. Кайран вара, 1973 çулта, ăна Шупашкара куçарнă. Вăл кунта архиерей пулса нумаях ĕçлеймен. Сывлăхĕ начар, чĕри чирлĕ пулнă унăн, пуçĕ çинче çÿçĕ те юлман, лагерьте йывăр сусăрланнă пирки мăйĕ чалăшнă. Шупашкар епархийĕнче виçĕ çул çурă тăрăшнă хыççăн хисеплĕ архиерей пурнăçран уйрăлнă. Апла пулин те Вениамин атте кĕске вăхăтрах халăх юратăвне çĕнсе илнĕ, ырă йĕр хăварнă. Вăл ку тĕнчерен куçса кайсан çынсем çав тери хурланнă. Эпĕ те, ача пулсан та, ăна юратнипе уншăн питĕ хытă макăрнине ас тăватăп.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Елена ТРОФИМОВА калаçнă
Январь 2026 |
